Мăнкун типпи малалла тăсăлать

Категория: Публикации Опубликовано: 07.04.2020 11:43 Просмотров: 116

ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн хальхи вăхăтра Мăнкун типпи малалла тăсăлать. Вун икĕ праçникрен чи пысăк праçнике кăçал апрелĕн 19-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Ăна хатĕрленсе çынсем типĕ тытаççĕ, кĕл тăваççĕ, кил-çурта тасатаççĕ, йĕри-таврашне тирпейлеççĕ. Ытти çулсенче Турра ĕненекенсем çичĕ эрне чиркĕве çỹресех кĕл тунă, çуртасем лартнă, Турă юнне ăша илнĕ.

Хальхи вăхăтра вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушăвĕпе чиркỹсемпе мечĕтсене каяссинчен вăхăтлăха тытăнса тăма, ытларах килте кĕл тума тивĕ. Сăлтавĕ - çын йышлă пухăнакан вырăнта коронавирус чирĕ сарăласран асăрханни. Çак йĕркене пурин те ăнланса йышăнни паян питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах май каласан, апрелĕн 24-мĕшĕнчен мăсăльман тĕнне ĕненекенсемшĕн те типĕ пуçланать. Вĕсен вара çирĕп йĕркене пĕр уйăх пăхăнма тивĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31