Хăрушлăх сирĕлмен-ха

Категория: Публикации Опубликовано: 07.04.2020 11:44 Просмотров: 116

Апрелĕн 2-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин каллех, çак кунсенче иккĕмĕш хут, телекурав урлă халăха чĕнсе каларĕ. Медицина, пурнăçа тивĕçтерекен ытти тытăм ĕçченĕсене тав тунă май «ĕçлемен» эрне коронавируспа кĕрешес енĕпе пысăк витĕм кÿнине палăртрĕ. Анчах хăрушлăх сирĕлмен, тĕнче те, Раççей те пандемин чи пысăк шайĕнчен (пик) иртмен. Çакна тĕпе хурса Президент апрелĕн 30-мĕшĕччен «кану» вăхăтне тăсма йышăннине пĕлтерчĕ. Çапах та ĕç укçи сыхланса юлĕ. Пурнăçа тивĕçтерекен тытăмсем хальчченхи пекех ĕçлĕç.

Тĕрлĕ регионта, муниципалитетра – тĕрлĕ лару-тăру. Çавна май Владимир Владимирович субъектсен ертÿлĕхне тивĕçлĕ полномочисем парассине çирĕплетрĕ: регионсенчи лару-тăрăва кура вĕсем сыхлăхăн мĕнле мерисемпе усă курассине, хăш тытăмсем ĕçлессине хăйсем палăртĕç. Çийĕнчен çĕршыв Ертÿçи çĕршыври лару-тăру мĕнле аталаннине тĕпе хурса хайхи ĕçлемен уйăха кĕскетме пултарасси çинчен те каларĕ. Çавăн пекех Владимир Путин экономикăри тăнăçлăх тĕп вырăнта пулмаллине, ĕç вырăнĕсене тата граждансен тупăшĕн шайне упраса хăвармаллине çивĕчлетрĕ.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31