Сыхлăх мерисене çирĕплетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.04.2020 11:45 Просмотров: 361

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн коронавирус чирĕ сарăласран асăрханас тĕллевпе апрелĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм хушуччен Чăваш Енре ятарлă сыхлăх мероприятийĕсем йĕркелеме йышённё.  Ун пирки калакан указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев апрелĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă.

Çак документпа килĕшÿллĕн  обществăлла апатлану, канупа спорт урежденийĕсемпе организацийĕсем ĕçлемĕç. Çавăн пекех чарусем çул çÿрев тытăмне те пырса тивĕç. Хуласем хушшинчи (междугородный) пассажирсем турттарас  ĕçе  вăхăтлăха чарса лартĕç. Хула çывăхĕнчи (пригородный) автобуссем 5 сехетрен пуçласа 9 сехетчен, 12 сехетрен пуçласа  14 сехетчен тата 17 сехетрен пуçласа  21 сехетчен çеç халăха турттарĕç. Суту-илĕве илсен апат-çимĕç сутакан тата куллен кирлĕ таварсен лавккисем яланхи пекех туянакансене йышăнĕç. Сăмах май каласан, пурнăçра питех те кирлĕ таварсен (апат-çимĕç мар продукцисем) йышне çирĕплетнĕ. 25 пунктран  тăракан  ушкăна маскăсене, антисептиксене, çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме кирлĕ таварсене çирĕплетнĕ.  Аптекăсемпе çыхăну çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен пунктсем те ĕçлĕç.

Апрелĕн 6-мĕшĕнчен ачасене дистанци мелĕпе вĕрентĕç. Хăш-пĕр организацисем те çак майпах хăйсен ĕçĕсене туса пырĕç. Ун пек май килменнисем валли  ĕçе пырса çÿреме ирĕк паракан справкăсем парĕç. Çак документпах волонтерсене те тивĕçтерĕç.

Ытти граждансен вара килте ларма тăрăшмалла, çул çÿреве тухассинчен тата чиркÿсемпе мечĕтсене çÿрессинчен тăхтаса тăмалла. Çынсемпе калаçнă чухне 1,5 метртан çывăха пымалла мар. Уйрăмах 65 çултан аслисен, ÿпке-чĕре чирĕсемпе аптракансен тата ача кĕтекен амăшĕсен асăрхануллă пулмалла.                     

 Чăваш Енре апрелěн 6-мěшě тěлне 8 çын коронавируспа чирленине шута илнĕ. Вěсенчен пěри сывалса тухнă. Хальхи вăхăтра вĕсем сиплевре. Мухтав Турра, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чирлекенсем çук. 

Мухтав Турра, Юхмапа Пăла тăрăх.ече чирлекенсем ç.ук. Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, ют çĕршывран килнĕ 30 çынна (иностранецсем), канса килнĕ 102 çынна, тĕрлĕ хуларан ĕçлесе килнĕ 761 мигранта шута илнĕ. Карантинта хальлĕхе 13-ĕн тăраççĕ, вĕсемпе 34 çын хутшăннă. Пурин патне те кунне икĕ хутчен медперсоналсем çỹреççĕ, ỹт температурине виçеççĕ тата чирĕн ытти паллине сăнаса тăраççĕ

А. Ильин

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31