Ака ăнăçлăхĕ техникăран нумай килет

Категория: Публикации Опубликовано: 07.04.2020 11:49 Просмотров: 351

Апрелĕн 2-мĕшĕнче районта ял хуçалăх техникине патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма пуçларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пыракан комисси тата Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ Илья Васильев графикпа килĕшỹллĕн акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн, "Корма" çĕр ĕç фирмин, Н. Федоров фермер хуçалăхĕн тата тулли мар яваплă "Чистое село" пĕрлешĕвĕн тракторĕсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрĕсене тĕрĕслерĕç.

Асăннă хуçалăхсенче техникăна яланах тимлĕх çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ. "Хурçă утсене" вăхăтра юсаççĕ, кивелнисене хăватлисемпе улăштараççĕ, сỹресемпе культиваторсене, сеялкăсене çĕнетеççĕ. Комисси членĕсем кăçал та вĕсенче тивĕçлĕ хатĕрленнине палăртрĕç.

"Исток" çĕр ĕç фирмин техникине патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ, техника паркĕпе паллашрĕ.

Пĕр рете лартнă икĕ К-701, икĕ К-744, виçĕ Т-150, тăватă МТЗ-1221, çичĕ МТЗ-82 тата пĕр МТЗ-1025 маркăллă тракторсене ниепле те асăрхамасăр иртме çук. Пĕринчен тепри хăватлăрах та çĕнĕрех. Пурин умне те аптечка, çулăма сỹнтерекенни (огнетушитель) тата авари знакĕ хунă. Комисси кашни "хурçă ута" тĕплĕ тĕрĕслерĕ. Фарăсем çутнине, сигнал пуррине, тормоз тытнине, пĕрлех механизаторсен докуменчĕсене те пăхрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен пысăк кăлтăксем пулмарĕç. Прицепсем пирки те çакнах каламалла.

- Пирĕн хуçалăхра техникăна юсама пур услови те пур. Хĕлле гаражсем ăшă, юсав пайĕсемсĕр тăман, - тет Вячеслав Цветков тĕп инженер.

Çĕр ĕç фирминче кадрсем çителĕклĕ. Кашни механизатор хăйĕн тракторĕшĕн яваплă. Хуçалăх ертỹçи Александр Илюткин тĕрĕслев витĕр тухнă "хурçă утсен" хуçисене укçан хавхалантарассине те пĕлтерчĕ.

Ĕçе юсавлă техникăпа тухни шанчăклă. Çавăнпа та патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларни пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Инкек пĕрре пулать, кун пирки яланах ас туса тăмалла. И. Васильев çакна аса илтернĕ май механизаторсене техника хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине, руль умне эрех-сăра ĕçсен ларма юраманнине, çумра яланах тивĕçлĕ документсем пулмаллине каларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов акана кĕске вăхăтра тата ăнăçлă ирттерме, кĕркунне пысăк тухăç пухса кĕртме сунчĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31