Çамрăксем салтака кайма хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2020 13:06 Просмотров: 91

КĂÇАЛ пулас салтаксен пĕрремĕш ушкăнне районтан майăн 20-мĕш хыççăн ăсатĕç. Чăваш Республикин Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх хальхи вăхăтра призыв тата медицина комиссийĕ вăхăтлăха çĕршыва хỹтĕлеме каякансене йышăнмасть. Çар комиссариатне килекен çамрăксем анализсем памалли направление çеç илме пултараççĕ. Майăн 12-мĕш хыççăн вара çуркуннехи призывпа салтака каякансене черетпех чĕнĕç, мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ытти чухнехи пекех çар комиссариатĕнчен чыслăн ăсатĕç.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31