Вĕренни нихçан та пăсăклă мар

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2020 13:40 Просмотров: 1008

Вĕренỹпе наука сферин асăрханăвĕн федераллă службин пуçарăвĕпе улттăмĕш çул Пĕтĕм Раççейри "100 баллов для победы" акци иртет. Çĕршывра коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май кăçалхи мероприятие онлайн мелĕпе йĕркеленĕ. Унта иртнĕ вĕренỹ çулĕнче патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче 100 балл илнĕ выпускниксем вунпĕрмĕш класра вĕренекенсене хăйсен ырă сĕнỹ-канашĕпе паллаштараççĕ.

Алла аттестат илме хатĕрленекенсем хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе килте вĕренеççĕ. Паллах, выпускниксен çăмăл мар тапхăр, вĕсене умри экзаменсем шухăшлаттараççĕ. Кашнийĕ пурнăçра ун витĕр тухать-ха ĕнтĕ. Выпускниксене шикленỹ туйăмĕсене хыçа хăварма, хăвăра шанса малалла тăрăшса вĕренме, тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленме, 11 çул пухнă пĕлĕве çирĕппĕн кăтартма сĕнес килет.

Пĕлтĕр Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Снежана Устимова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ксения Соколова тата Турханти вăтам шкулти Юлия Сымова патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче чи пысăк балл пуçтарнă. Шăпах вĕсенчен иккĕшĕнпе телефонпа çыхăнтăмăр та. Вĕсем маларах асăннă Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăннă. Мĕн сунаççĕ-ха хĕрсемпе каччăсене аслăрах юлташĕсем?

Снежана УСТИМОВА, Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи финанс университечĕн 1 курс студенчĕ:

- Уроксенче мĕн каланине яланах ăша хывма тăрăшнă эпĕ. Кашни предметах юратса вĕреннĕ. Çакна аттестатра "5" паллăсем çеç пулни те çирĕплетет. Вĕрентекенсен ĕçĕн çимĕçĕ те, паллах. Вырăс чĕлхипе 100 балл пухни тăрăшулăхран килет тетĕп. Репетитор патне çỹремен эпĕ. Нихăш ыйту та мана йывăрлăх кỹмен. Хам ĕмĕтленнĕ çĕрех малалла пĕлỹ пухма кĕтĕм. Бюджет мелĕпе.

Шкулта тата районта иртекен олимпиадăсене хутшăнмасăр юлман. Вĕсенче яланах малти вырăнсене йышăннă. Вырăс чĕлхипе вĕрентекен Т. Михайлова манăн портфолио 10 сантиметр хулăнăш тесе калатчĕ.

Социаллă сетьсемпе юлташсемпе çыхăну тытма çеç усă куратăп. Шкулта тăрăшса вĕренмеллех. Пĕлỹ малашлăха уçать-çке. Информатика сферинче хама куратăп. Тăрăшуллă ĕçчен пуласчĕ.

Юлия СЫМОВА, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 1 курс студенчĕ: - Çирĕп пĕлỹ пулсан патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенчен шикленмелли çуках. Эпĕ шкулта пуçламăш классенченех тăрăшса вĕреннĕ. Тĕрлĕ конкурса, викторинăна хутшăнса сахал мар малти вырăнсене йышăннă. Мана виçĕ çул аслă классен канашне ертсе пыма шанчĕç. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче вырăс чĕлхипе 100 балл, акăлчан чĕлхипе 94 балл пухнинче О. Сымова, А. Рыбкина вĕрентекенсен тỹпи пысăк. Çакăншăн педагогсене чĕререн тав сăмахĕ калатăп.

Аслă шкулта акăлчан, француз, латин, китай чĕлхисене алла илетпĕр. Питĕ интереслĕ. Малашлăхра вĕсене çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕмĕтлĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5