Çул, çỹп-çап, магазин ыйтăвĕсем татăлĕç-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2020 13:41 Просмотров: 680

Çак кунсенче хаçат редакцине Турхан ял тăрăхне кĕрекен Хурама Твар ялĕнчен çыру килчĕ. Николаев урамĕнче пурăнакансене çул, çỹп-çап, магазин ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Акă, мĕн çыраççĕ вĕсем: ".

..Пирĕн урамри çула вак чул сарса тикĕслеме тытăннă. Çуррине çитсен ĕç чарăнса ларчĕ. Халĕ ăна хăçан вĕçлеççĕ-ши? Çỹп-çап пуçтарнăшăн эпир кашни уйăхрах укçа тỹлетпĕр пулин те ăна тăтăшах илсе тухмаççĕ. Сăлтавĕ - каллех çул çукки. Йĕпе çанталăкра кĕреймеççĕ. Ялта апат-çимĕç магазинĕ те хупăннă. Автомашинăпа тавар илсе килсен те урама кĕреймеççĕ",- тенĕ çырура. Унăн айне 20 çын алă пуснă.

Хурама Тварсен ыйтăвне уçăмлатас тĕллевпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А. Еремеевпа çыхăнтăмăр. Акă, мĕн хуравларĕ Александр Михайлович ял çыннисен пăшăрхануллă çырăвне:

- Ял тăрăхĕн бюджечĕ пысăк мар. Апла пулин те кашни çул ялсенчи çулсене тирпейлеме тăрăшатпăр. Иртнĕ çул Хурама Тварти Ленин урамне вак чул сарса тирпейлерĕмĕр. Юлнă укçипе (200 пин тенкĕлĕх) Николаев урамне сарма пуçăнтăмăр. Кăçал аукцион ирттернĕ хыççăн Гагарин урамне кĕрсе-тухма лайăх çул тăвасшăн. Паян-ыран çак урам пирки йышăну туса ыйтăва татма пулмĕ, çапах та пуçăннă ĕçе вĕçне çитермеллине пĕлетпĕр.

Çỹп-çап контейнерне чăнах та çак урам варринелле вырнаçтартăмăр. Çỹреме пурне те меллĕ пултăр терĕмĕр. "Экоцентр" машинисем кĕреймен чухне акт çырма тăрăшатпăр, расхутсене пĕчĕклететпĕр. Райпон апат-çимĕç магазинĕ хупăннă хыççăн Тури Тăрмăшран автолавка килсе çỹрет, çăкăрпа та тивĕçтерекенсем пур.

Редакцирен: хаçат редакцине сайра пулин те çакнашкал çырусем килеççĕ. Юлашки çулсенче районти ялсенчи урамсене вак чулпа тикĕслеççĕ, асфальтлă çул та сараççĕ, çурт таврашĕсене юсаса хăтлăх кĕртеççĕ тата ытти те. Чылай ял тăрăхĕнче тĕрлĕ шайри проекта явăçса халăх пурăнакан вырăна хăтлăлатаççĕ. Поселенисенче пуçару бюджечĕпе хастар ĕçлеме пуçланине те асăнса хăвармалла. Вăл шутра урамри çула сарас ыйтупа та çынсем хăйсем пуçарулăх, хастарлăх кăтартаççĕ, укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Ун пек чухне ырă пуçарăва ял тăрăхĕ хапăл тăватех.

Газета

Архив материалов

Ноябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика