Икĕ кунта - 60 экземпляр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2020 13:42 Просмотров: 640

2020 çулхи апрелĕн 22-30-мĕшĕсенче "Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ" акци пычĕ. Çак тапхăрта почта çыхăнăвĕн районти уйрăмĕсенче 2020 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли "Авангард" хаçата 443 тенкĕ те 34 пуспа çырăнтарма май пулчĕ.

Анат Туçа почта çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекен Н. Перепелкина почтальонка çырăнтару ĕçне пысăк яваплăхпа пуçларĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Надежда Владимировна 60 киле çитсе акципе районта тухса тăракан "Авангарда" иккĕмĕш çур çулшăн илсе тăмашкăн çырăнтарма пултарчĕ. Чăннипех те маттур!

- Ман участока кĕрекенсем район хаçачĕпе туслă. Пĕрремĕш çур çулшăн ăна эпĕ 96 çемьене салататăп. К. Лапина, В. Кузнецов, Е. Перепелкина тата ыттисем те "Авангарда" пĕр çур çул та çырăнмасăр юлмаççĕ. Халиччен çырăнтаруран пăрăнманни хаçатпа çыхăнăва татмастех,- тет хастар почтальонка.

Ялти почта çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем çамрăк. Р. Крысова ертỹçĕпе Е. Амерханова почтальонка та хăйсен тивĕçне туллин пурнăçласа пыраççĕ.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5