Лимонпа мĕнле усă кураççĕ?

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2020 11:08 Просмотров: 639

Лимон пуç тỹпинчи лĕкке те пĕтерет. Лĕкĕпе кĕрешмелли ĕлĕк-авалхи меслет: лимона çỹхерех çаврашкасем туса касмалла та вĕсемпе çỹç тĕпĕнчи ỹте сĕрмелле. Эрнере икĕ хутчен çапла тусан, унтан яланхи пекех пуçа çусан, лĕкĕ пĕтет. Çапах та лимон сĕткенĕпе çуллăрах çынсем кăна усă курма пултараççĕ, ку меслет ỹт-тирĕ типĕ çынсен ỹтне пушшех типĕтсе ярать.

Шăнса чирленĕ çынна та сыватма лимон пулăшать. Лимонри эфир çăвĕпе ингаляци тунă çĕрте усă кураççĕ. Пĕр стакан вĕри шыв çине лимонăн эфир çăвне 3-4 тумлам ярăр та вăл пăсланакан сывлăшпа сывлăр: сирĕн питĕрĕннĕ сăмса уçăлать, пуç ыратни иртет.

Лимон сĕткенĕпе сăтăрсан алă çинчи тасалман пăнчăсем пĕтеççĕ, аван мар шăршă сĕвĕрĕлет. Сăмахран, пулă тасатнă хыççăн алă çинчен кайман усал шăршă лимон сĕткенĕпе çусанах пĕтет. Лимон сĕткенĕпе пуянлатнă шыв - сывлăх çăлкуçĕ. Куллен çакна ĕçсен организм кирлĕ усăллă витаминсемпе минералсем илет. Пыр ыратать, ỹслĕк пулсан, лимонпа пыл ĕçни усăллă. 2 апат кашăкĕ лимон сĕткенĕ тата çур чей кашăкĕ пыл илĕр, пăтратăр та çăвара пĕчĕккĕн хыпăр, хăй ирĕлнĕ май пыра çемçетет, ỹслĕке ирттерет. Вĕри чей çине лимон ярса ĕçни те лайăх пулăшать. Пăван сăхса илнипе тăртаннă, кĕçĕтекен ỹте лимонпа сĕрсен ыратни те иртет, шыçă та пĕтет.

Лимон цедрипе апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте приправа вырăнне усă кураççĕ. Меллĕрех пултăр тесен, лимон хупписене теркăпа вĕтетсе контейнера тултармалла та сивĕтмĕш камерине хумалла, унтах упрамалла. Пулă тата какай хатĕрленĕ чухне çак приправăна (цедрăна) ярăр, унтан хура пăрăçпа, тăварпа, ыхрапа, суханпа хушмалла та пулĕ, какай ăшаланă çĕре ямалла, апата лайăх тутă кĕртет.

Лимон песукĕ. Икĕ лимонăн хуппине терка витĕр кăларса вĕтетмелле те контейнера хумалла, ун çине сахăр песукĕ хушса пăтратмалла. Цедрăри лимон çăвĕсене сахăр туртса илет. Пĕр сехет иртнĕ хыççăн çак сахăрпа чей ĕçме те юрать.

Лимон пăрĕ. Лимон пайĕсене пĕчĕк савăтсем çинчи шыва ямалла та сивĕтмĕш камеринче шăнтмалла, кирлĕ чухне вĕсене кăларса килте хатĕрленĕ ĕçмелли напитоксене илемлетнĕ, тутă кĕртнĕ çĕрте усă курма пулать. Лимона пайсем çине уйăрса уйрăмшарăн шăнтса хурсан усă курма меллĕрех. Миçе пай кирлĕ, çавăн чухлĕ илсе апат çимĕç е чей хатĕрленĕ çĕре яма пулать. Лимона касмасăрах шăнтсан, кашнинчех пĕтĕм лимонне ирĕлтерме тивет. Темиçе хут шăнтса ирĕлтернĕ лимонăн пахалăхĕ те, тути те пĕтет. Лимонран сĕткенĕ нумайрах тухтăр тесен, ăна касиччен малтан ытларах алăра е сĕтел çинче йăвалăр. Çапла тусан сĕткенĕ ытларах пулать.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика