Уçăлса çÿреме ирĕк пур

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2020 10:19 Просмотров: 387

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ пĕтĕмлетÿ канашлăвĕнчи шухăшсене палăртнă.

Регион ертÿçи каланă тăрăх, маларах Чăваш Енре производство предприятийĕсене, строительство организацийĕсене тата уйрăм пулăшу сферисене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ĕçлеме ирĕк панăччĕ. Паянхи кун ĕçлеме пултаракан организацисен списокĕ улшăнмасть. Ыттисем те хăйсен ĕç-хĕлне малалла тăсма пултарччăр тесен чи малтанах хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма тивет. Ку шутра _ харпăр хăй тĕллĕн изоляцинче ларасси, пĕр-пĕринпе курнăçса хутшăнманни тата санитарипе гигиенăна пăхăнни. Çынсем йышлă пухăннă вырăнта маскăсем тăхăнмалла паллах. Çак йĕркесене пăхăнсан кăна усал вируспа çыхăннă лару-тăрăва тĕрĕслесе тата йĕркелесе тăма май пулĕ.

Ҫавăн пекех майăн 12-мĕшĕнче республикăра пурăнакансене уçăлса çÿреме тата уçă сывлăшра физкультура тума та ирĕк пани çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ. Çавна май икĕ çынран ытлашши пĕрле утмалла мар. Физкультура тунă чухне çынсен пĕр-пĕринчен 5 метр çывăхра пулмалла мар. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе уçăлма тухма пултарать. Ытти граждансенчен 1,5 метр çывăх пулмалла мар. Ача лапамĕсене тата çынсем нумай пуçтарăнакан вырăнсене уçмаççĕ. Çавăн пекех  Чăваш Енре суту-илÿ центрĕсене те хальлĕхе уçма палăртман-ха.

Аса илтеретпĕр, майăн 14-мĕшĕ тĕлне республикăра коронавируспа чирлĕ  1360 çынна шута илнĕ. Шел, 8 çын  вилнĕ. Пирĕн районта чирлисен йышĕ  29 çынпа танлашнă.

А. Ильин

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика