Тимлĕх уйăрни хавхалану кỹрет

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2020 10:24 Просмотров: 396

Майăн 11-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Правительство членĕсемпе, регион пуçлăхĕсемпе, федераци ведомствисен ертỹçисемпе онлайн мелĕпе канашлу ирттернĕ. Ĕçлемелле мар тесе йышăннă тапхăра майăн 12-мĕшĕнчен тытăнса пăрахăçлани çинчен пĕлтернĕ. Анчах пĕтĕмĕшле санитари требованийĕсем пур çĕрте те сыхланса юлаççĕ. Унчченхи пекех халăхăн пĕр вырăнта йышлăн пухăнма юрамасть.

Коронавируса пула ĕçлемесĕр тăма тивнĕ тапхăр ачаллă çемьесене уйрăмах йывăрлăх кỹчĕ. Çавна май вĕсем валли пулăшусем палăртнă. 3 çул тултарман кашни ачана апрель- июнь уйăхĕсенче 5-шер пин тенкĕ парĕç (çак шута амăшĕн капиталне тивĕç çемьесем çеç мар, пурте кĕреççĕ). 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасем пур сахал тупăшлă çемьесене июнь уйăхĕнче пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе танлашакан пособи тỹ- леме пуçлаççĕ. Енчен те коронавирус пандемине пула ачан ашшĕ е амăшĕ (е иккĕшĕ те) ĕçне çухатнă пулсан, кашни ача пуçне 3-шер пин тенкĕ тỹлеççĕ (апрельтен июньччен). Çавăн пекех ачашăн паракан пособи те икĕ хутчен ỹснĕ. 3 çултан пуçласа 16 çула çитичченхи ỹсĕмри кашни ачана кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пĕр хутчен 10 пин тенкĕпе танлашакан тỹлев уйăрма палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен çак пулăшăва çĕршывра 27 миллион ача илет.

Шар курнă предприятисене ĕçченĕсене шалу тỹлемешкĕн çăмăллăхлă кредит (2 процент) пама йышăннă, ăна 2021 çулхи апрель уйăхĕччен тỹлесе татмалла. Енчен те предприяти çак тапхăрччен предприяти ĕçченĕсен 90 процентне сыхласа хăварайсан кредитăн пĕтĕм суммине тата процент ставкине патшалăх саплаштарать. Çак хисеп 80 процент шайĕнче пулсан - суммăсен çур пайне.

2020 çулхи иккĕмĕш кварталшăн тỹлемелли тĕп налуксемпе страхлав тỹлевĕсене йышăннă. Хăйсем тĕллĕн (самозанятые) ĕçлекен çынсене 2019 çулта тỹ- ленĕ налуксемшĕн укçине каялла тавăрса параççĕ. Çавăн пекех вĕсене чи пĕчĕк ĕç укçипе танлашакан (пĕр МРОТ чухлĕ) налук капиталĕ уйăрса параççĕ.

А. ИВАНОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4