Çуркунне çỹп-çап контейнерĕсем, хĕллехипе танлаштарсан, хăвăртрах тулаççĕ. Çанталăк ăшăтнă май çакă чир-чĕр сарăлас хăрушлăх та кăларать. Шел пулин те, юлашки вăхăтра ятарлă ешчĕксем туллиех тăнине курма пулать, хума май çуккипе айккинче те ăпăр-тапăр тултарнă михĕсем выртаççĕ.
Акă, Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи çỹп-çапа графикпа килĕшỹллĕн тунтикунпа кĕçнерникун турттарса тухмалла. "Полигон" пĕрлешĕвĕн автомашинисем кунта майăн 7 тата 8-мĕшĕсенче юлашки хут пулнă. Контейнерсем халь татах туллиех. Гагарин урамĕнчи çул хĕрринче вырнаçнă ешчĕке апрелĕн 30-мĕшĕнченпе те тĕкĕнмен . Халăха çакă питĕ пăшăрхантарать.
Саккунпа килĕшỹллĕн (Раздел VIII. Требования к качеству коммунальных услуг, утв. Постановлением Правительства № 354 от 06.05.2011) çанталăк 5 градус ăшă тата унтан сивĕ вăхăтра контейнерсене кашни виçĕ кунта пушатмалла. Урамра 5 градусран ытларах ăшă вăхăтра куллен çỹп-çапа илсе каймалла.
(Хамăр корр.).
Январь 2021 |