Прививка тутарассине хирĕçлемелле мар

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2020 10:33 Просмотров: 361

Чирлесен сывалма хĕн пулни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Нумай чиртен сыхланма майсем пурри вара тĕлĕнмелле япала мар. Тĕнчери ученăйсем шутласа пăхнă тăрăх çынсен сывлăхĕ çĕршыв экономикипе, çут çанталăкпа тĕрĕс усă курнипе тата генетикăпа та çыхăннă

Ерекен чирсем çинчен çакна каламалла: вĕсемпе кĕрешесси пуринчен ытла медицина пулăшăвĕн шайĕнчен килет. Мĕншĕн çапла-ха?

Ерекен чирсене пуçласа яракансем - микробсем, вируссем. Çыннăн организмĕнче вĕсем питĕ хăвăрт ĕрчеме пултараççĕ. Анчах организмра микробсене хирĕç кĕрешекен вăйсем пулсан (урăхла каласан иммунитет) вĕсем ĕрчеймеççĕ, çын чирлемест. Çавăн пек иммунитет пултăр тесен прививкăсем тăваççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене туберкулез, дифтери, коклюш, столбняк, хĕрлĕ шатра, свинка, гангрена, гепатит В... чирĕсенчен тăваççĕ.

Ĕлĕкрех ачасем хĕрлĕ шатра чирĕпе чирлесе выртни те пулнă. Полиомиелитран та привика туниех хăтарать.

Прививкăсене хăçан тумаллине медицина ĕçченĕсем кăтартса пыраççĕ. Кирек хăш чир те имшер ачасене е ватăсене тивме пăхать.

Хăш-пĕр прививкăна ача çуралсанах тума пуçăнаççĕ. Вакцина (медицина препарачĕ) яни инфекциллĕ чиртен хỹтĕленмелли иммунитета тăвать. Тепĕр чухне прививкăсем тăвассине хирĕçлекенсем те тĕл пулаççĕ-ха. Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра вируслă инфекци ересрен, грип- ран прививкăсем тăватпăр. Суту-илỹре, апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте ĕçлекенсене, çынсемпе ытларах хутшăнса вăй хуракансене вакцина янин усси çинчен сахал мар ăнлантарма тивет.

Н. ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5