Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2020 10:41 Просмотров: 351

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10940 гектар (урпа - 5720 гектар, çурхи тулă - 4100, сĕлĕ - 850, пăрçа йышшисене 270 гектар) е мĕн пур лаптăкăн 80 процентне акнă.

"Колос" агрофирма хĕвел çаврăнăш вăрлăхне никĕсе хывма пикеннĕ. Кăçал планпа килĕшỹллĕн вăл 200 гектар йышăнмалла, 120 гектарта ĕçе вĕçленĕ.

Сухан вăрлăхне 290 гектар, пахча çимĕç 60 гектар акнă.

"Исток" агрофирмăра кăçал сахăр кăшманĕн лаптăкĕ 150 гектар пулмалла, ăна 150 гектар никĕсе хывнă.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çĕр улми те лартма пуçăннă. "Красное Знамя", "Батыревский", "Исток" хуçалăхсенче "иккĕмĕш çăкăра" тăпрана хываççĕ.

Кĕрхи çĕртмене 14400 гектар сỹреленĕ, 13100 гектар культиваци тунă. Нумай çул ỹсекен курăксен 2800 гектарĕнче нỹр тытнă. 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5