"Çĕмĕрт сиввинче" те хăрушсăрлăха пăхăнни кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2020 10:44 Просмотров: 352

ÇУ уйăхĕн малтанхи кунĕсем ăшăпа савăнтарчĕç пулин те, çанталăка сăнакансем малашне сивĕтесси пирки асăрхаттараççĕ. Ваттисем калашле çуллахи Микуласăр ăшăтсах каймĕ. Православи календарĕпе вăл майăн 22-мĕшĕнче пулать. Анчах кирек мĕнле пулсан та граждансен пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма тивет. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕ те вăйра. Йĕркене пăхăнман граждансене пысăк штрафсем панине те аса илтересшĕн. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа районта 23 пушара шута илнĕ. Çак кунсенче çеç Турханта пĕччен пурăнакан карчăкăн çурчĕ-йĕрĕ тăр кăнтăрлах çунса кĕлленнĕ. Çак ял тăрăхĕнче кăçал иккĕмĕш пушар тухнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31