Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2020 10:52 Просмотров: 707

Федераци центрĕнче 90 койка-вырӑн уҫнă

Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче (тĕп врач пулса кунта Николай Николаев тăрăшать) коронавирус инфекцийĕпе чирлисене сиплеме 90 койка-вырӑн уҫнӑ. Кунта "таса" тата "таса мар" зонӑсем йĕркеленĕ. Центрта ĕҫлекенсем ятарлӑ курссенче вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Чӑваш Енри больницӑсенче ҫакӑн пек 1225 койка-вырӑн хатĕрленĕ. Вĕсенчен 70 процентне йышӑннӑ ĕнтĕ. Центрта хӑйсен томограф пур. Шурӑ халатлисене хӳтĕлев хатерĕсемпе тивĕҫтернĕ, тест-системӑсем, эмелсем туяннӑ. Ку центрта 10 ҫулта Раҫҫейри 76 регионтан 75000 ҫын сипленнĕ. Куллен  30 яхӑн операци тӑваҫҫĕ. Эпидемие пӑхмасӑрах кунта пысӑк реабилитаци корпусне тӑваҫҫĕ.

Шупашкарти юхан шывсене хӑтлӑх кӳресшӗн

Вӗсем хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳп-ҫап айне пулни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫак ыйтӑва Чӑваш Ен Пуçлăхĕн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев сӳтсе явнӑ. Шупашкарти строительсем пӗчӗк юхан шывсене хӑтлӑлатасси ҫинчен калакан концепци хатӗрленӗ.

«Пӗчӗк юхан шывсене тирпейлесен, вӗсене илем кӗртсен асӑннӑ вырӑнсем хула ҫыннисене тата хӑнисене илӗртме тивӗҫ», — тенĕ республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Мурыгин. Сугутка юхан шывӗн хӗррипе, сӑмахран, утма ҫул сарса хулан Кӑнтӑр-Хӗвел анӑҫ районне Шупашкар кӳлмекӗпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Олег Николаев шухӑша ырласа йышӑннӑ. Хут ҫинче палӑртнине пурнӑҫа кӗртессине республикӑн Стройминне хула администрацийӗпе тата строительство организацийӗсемпе пӗрле тишкерме хушнă.

Ҫĕнĕ завод хута кайĕ

Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫӗнӗ завод хута яма палӑртасшӑн. Вӑл Лапсартан Шупашкара пӑрӑннӑ тӗлти ҫул хӗресленнӗ вырӑнӑн сылтӑм енче пулӗ. Ҫӗнӗ предприятире пысӑк блоксем туса кӑларӗҫ. Ҫав материал уйрӑм ҫынсене пӳрт тума та, нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартма та юрӑхлӑ теҫҫӗ. Ҫӗнӗ завод строительстви епле пынипе Чӑваш Ен Пуçлăхĕн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ. Кӑҫалхи декабрьте ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ӑна 2024 ҫулта хӑйӗн тулли хӑвачӗпе ӗҫлеттерме тытӑнасса шанаҫҫӗ.

Туризма аталантарасшăн

Чӑваш Ен Пуçлăхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра шалти туризма аталантарасшӑн. Ҫак шухӑша вӑл Правительство ҫуртӗнче нумаях пулмасть ирттернӗ канашлусенчен пӗринче каланӑ. Олег Николаев шучӗпе, пирӗн республикӑмӑр илемлӗ, экологи енчен таса, сывлӑха ҫирӗплетме кунта аван. Пуян культурӑпа та хамӑр тӑрӑхри туристсене илӗртме май пур. Апла пулсан паха енсене пӗр ҫӗре пухмалла та хамӑр тӑрӑхри туристсене вӗсемпе паллаштармалла, хамӑр патра канӑва тивӗҫлипе йӗркелемелле.

Виртуаллă библиотека  ĕçлеме пикенĕ

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки «Чăваш çыравçисем — ачасем валли» электрон вулавăша хута ярасси» проекта пурнăçламашкăн РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Хăйне евĕр библиотекăна 3,7 пин виртуаллă страница (чăвашла тата вырăсла), 75 çыравçăпа поэтăн 1820 произведенине кĕртме палăртнă. Пуян та кăсăклă интерфейс çамрăк вулакана кĕнекепе паллашма илĕртĕ. Хайлавсене электрон библиотекăна цифрăласа вырнаçтарĕç, вĕсене уçласа илмешкĕн те, онлайн мелпе тишкерме те май пулĕ. Çавăн пекех сăвă-калавăн аудио версине хатĕрлеме палăртнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31