Мелиорацие аталантарма

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2020 11:22 Просмотров: 219

2020 çулта Раççей Ял хуçалăх министерстви аграрисене мелиораци ĕçĕ-хĕлне аталантарма 8,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă е иртнĕ çулхинчен 10,4 процент пысăкрах.

Пĕлтĕр "Раççейри мелиораци комплексне аталантарасси" ведомство программипе 5,7 млрд тенкĕ тăкакланă. "АПК продукцийĕн экспорчĕ" проектпа çак отрасле 2 млрд тенкĕ хывнă. Кăçал ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенче мелиораци ĕç-хĕлне ирттерме РФ субъекчĕсене 6,2 млрд тенкĕ куçарса парĕç.

РФ ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Ольга Гатагова палăртнă тăрăх, культурăсене шăварни, тăпра пулăхлăхне пуянлатни продукци тухăçлăхне хăпартма, çĕршывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пулăшĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31