Хăтлă сквера масара çавăрмăпăр-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2020 11:23 Просмотров: 725

Пĕлтĕр Хирти Пикшикре "Хальхи хула хăтлăхĕн" программипе килĕшỹллĕн вăтам шкул тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчи лапама тирпейлесе капăрлатрĕç: брусчаткăран тротуарсем сарчĕç, ача-пăча лапамне ăсталарĕç, территорие тимĕр карта тытрĕç, канма хыçлă саксем вырнаçтарчĕç тата ытти те. Çак вырăн ял çыннисемшĕн чăнласах та культурăпа кану скверĕ пулса тăчĕ. Иртсе çỹреме, кĕрсе тухма та кăмăллă. Анчах та çак кунсенче скверăн малтанхи проектне улăштарса палăксем лартма пикенни ял çыннисене те, шкул коллективне те пăшăрхантарать. Хальлĕхе кунта виçĕ палăк лартнă. Виçĕ эртел темелле. Енчен те çак "пуçарăва" ыттисем те хапăл тусан ял варри масар вырăнне çаврăнмасть-ши? Мĕншĕн тесен çак ялтан та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине килĕрен икшер-виçшер е ытларах çын та хутшăннă, чылайăшĕ вăрçăран таврăнайман. Хаçат редакцийĕ ял-йыш ыйтнипе кун пирки ял тăрăхĕнчен тата прокуратурăран хурав кĕтет.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5