Аслисен йăлине тăсса

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2020 11:24 Просмотров: 229

Патăрьел халăх театрĕн историйĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсемпе çыхăннă. Драма кружокĕсем 30-мĕш çулсенчех ĕçлекеленĕ. Анчах вĕсем пĕр тикĕс аталанайман. Çапах, 3-4 çул ĕçленĕ май, спектакльсем лартнă: "Судра", "Ялта", "Нарспи"... 1935 çулта тепĕр драмкружок уçăлнă, вĕсем "Кай, кай, Ивана" спектакле халăх умне кăларнă.

Вăрçă пуçлансан драма кружокĕсем ĕçлемен. 1961 çулта В. Дергунов режиссура курсĕнчен вĕренсе килнĕ хыççăн çĕнĕрен вăй илсе кайнă. П. Осиповăн "Айтар" драмине лартнă, унтан К. Ивановăн "Нарспи", Н. Айзманăн "Кай, кай, Ивана" пьесисене.

1970 çулта коллектив "халăх театрĕ" ята илме тивĕçлĕ пулнă. Сцена ăстисем ял çыннисен çывăх та юратнă тусĕсем пулнине палăртса хăварас килет. Паянхи кун театр тилхепине Л. Леонтьева режиссер тытса пырать. Çакна палăртса хăвармалла, вăл хăй те чылай тĕп рольсенче вылянă: "Кай, кай, Ивана" -Ваçелис, "Айтар" - Пинерпи, "Уйăх тулнă каç" - Анисса, "Салтак арăмĕ" - Полинка, "Вĕлтрен кайăкĕ" - Анук.

 Театра искусствăна чунтан парăннă, юратакан çын çеç çỹрет. Юлашки пилĕк çулта халăх театрĕ нумай картинăллă пьесăсем кăтартса çитĕнỹсем турĕ. Репертуарта Луиза Леонтьева çырнă пьесăсем - "Хăвăн ятна ан ман", "Пурнăç пылак сахăр мар", "Тинех лекрĕн капкăна", Александр Кăлканăн "Анисса" драми пулчĕç.

 "Хăвăн ятна ан ман" пьесăпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул ирттернĕ май "Мухтав ахрăмĕ" республика фестивальне хутшăннă. "Чи лайăх спектакль" номинацире 1 степенлĕ диплома тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Надежда Квасова, Александр Пузырников та тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ.

2019 çул Театр çулталăкĕ пулнăччĕ. Коллектив ăна "Тинех лекрĕн капкăна" камитпе пуçланă. Район ĕçченĕсем ăна кăмăлласа пăхрĕç. Камит сцена çине пĕрремĕш хут тухсассăн залри халăх хаваслă кулăран чарăнмарĕ. Артистсем Пỹртлĕ, Татмăш, Çĕньял, Пăлакасси, Упамса, Патăрьел ялĕсене çитнĕччĕ.

Чăваш Республикин ытти районĕсенче те выляма тỹр килчĕ. Тăвай, Куславкка районĕсем лайăх йышăнчĕç. Артистсем вылянине пĕрне ырласа теприне хурлаймăн, кашнийĕ хăйĕн рольне туйса, куракан патне çитермелле вылярĕç.

Халăх театрĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕсене уçма пултарчĕç: Наталья Лаврентьева, Людмила Алешова, Мефодий Галкин, Светлана Логунова, Надежда Квасова, Алина Антонова, Ирина Егорова, Алина Фролова, Мария Жукова, Татьяна Медведева, Анатолий Шакин, Лариса Федорова, Вячеслав Николаев, Юрий Езюков, Марина Михайлова, Галина Ибетова, Василий Базманкин, Ольга Кувшинова, Анисса Краснова, Анатолий Калькин.

Паллах, Патăрьел халăх театрĕ çамрăк артистсемсĕр хăйĕн умне лартнă тĕллеве пурнăçлаймасть. Александр Кăлканăн "Анисса" драминче вылякан яш-кĕрĕме те палăртса хăварас килет. Вĕсем театра юратса çỹреççĕ. Анастасия Якушкина (Эрнук), Алина Купцова (Пиппав), Антон Лампасов (Кирук), Леонид Углев (Кашук ).

Çамрăк пулин те Мефодий Галкин республикăра иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйĕн артист пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Ăна тăтăшах Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Ентеш чăн-чăн талантлă çамрăк каччă пулни палăрчĕ. Вăл халĕ Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищинче вĕренет. Эпир унпа мухтанатпăр.

Халăх театрĕ республикăра иртекен "Ахрăм", "Аван сцена" фестивалĕсене хутшăнчĕ. Виçĕ хутчен Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ.

Хальхи вăхăтра коллективăн тĕллевĕ - чир-чĕр чаксан Тутарстан тата Ульяновск облаçĕнчи чăваш ялĕсене "Анисса" драмăпа гастроле тухса çỹресси, республикăра иртекен "Мухтав ахрăмĕ" фестивале хутшăнасси.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31