Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2020 09:13 Просмотров: 188

Вăрмансене сыхлар

Чăван Енре вăрмансенче йывăç лартассипе çыхăннă çурхи ĕçсем вĕçленнĕ.

Кун пирки çут çанталăк министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев  Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Александр Юрьевич палăртнă тăрăх, 2020 çулта 1059,2 гектар вăрмансене çĕнетесшĕн. Çав шутра çуркунне - 556,2 гектар, кĕркунне - 503 гектар. Ку ĕçсем валли федераци бюджетĕнчен "Вăрмансене сыхласси" регионти проектпа килĕшÿллĕн 30,2 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Талккишпех каснă вырăнсенче пĕлтĕрех касăсем туса çĕр хатĕрленĕ, кăçал çуркунне 561,1 гектар çинче йывăç лартнă.

Вăрман хуçалăхĕсен ĕçченĕсем питомниксенче хыр, чăрăш, лиственница акаççĕ. Вĕсем пурĕ 2,91 гектарта ÿсĕç. Çамрăк хунавсем, 6 млн яхăн тĕмĕ, тепĕр 2-3 çултан куçарса лартма хатĕр пулĕç.

Раҫҫейри тӗп йывӑҫа суйлаҫҫӗ

Ҫӗр ҫинче темиҫе ӗмӗр пурӑнакан йывӑҫсем пур. Ҫавнашкаллисенчен пӗри - Муркаш районӗнчи Ильинкӑри юман. Вӑл, экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 369 ҫулта. Унӑн ҫӳллӗшӗ - 24 метр.

Чӑваш юманӗ Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ ята ҫӗнсе илме пултарать, анчах та сасӑлавра ҫӗнтерсен ҫеҫ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен rosdrevo.ru сайтра сасӑлав пырать. Номинантсен йышӗнче - ҫӗршыври 12 регионӑн тӗп йывӑҫӗ: Брянск облаҫӗ, Чӑваш Ен, Дагестан, Карели, Белгород, Псков, Липецк, Иваново, Тамбов, Тверь облаҫӗсем, Мордовипе Мари Эл.

"Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫи "Европӑри ҫулталӑк йывӑҫӗ" конкурсра тупӑшӗ.

Шупашкарта онлайн- лагерьсем уçăлĕç

Шупашкарта шкул ачисем валли онлайн-лагерьсем уçма палăртнă. Кун пек форматпа хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче халĕ те ĕçлеççĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче уçăлнă «Шкул эфирĕсен марафонĕ» çак уйăхăн 29-мĕшĕччен пырĕ.

Онлайн-лагерьсене Шупашкарти шкулсенче 12-шер кунлă сменăпа йĕркелĕç. Вĕсенче ачасем тĕрлĕ ăсталăха дистанци мелĕпе тĕрлĕ кружокра тата ăсталăх класĕсенче алла илĕç, онлайн экскурсисенче пулĕç.

Ача-пăча пултарулăхĕн ÿнер конкурсĕ иртет

Шупашкарта ача-пăчан ÿнер пултарулăхĕн «Манăн тăван тăрăхăм – манăн Чăваш Ен» республикăри онлайн-конкурс иртет. Пултарулăх ăмăртăвне 2012 çулта пуçарнă. Кăçалхине Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Кăçалхи ăмăртăва 7 çултан пуçласа 17 çулчченхи 359 ача хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем тăратнă тематика, сюжетлă ĕçсенче тăван тăрăхри паллă çынсемпе, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, наци уявĕсемпе паллаштарнă. «Ачасен ĕçĕсене Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Виктор Бритвин ертсе пыракан сумлă комисси онлайн мелпе тишкерет. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă пулĕç», – тенĕ Шупашкарти 6-мĕш художество шкулĕн методисчĕ Дмитрий Ефимов.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика