РФ 100 куна пĕтĕмлетсе - журналистсемпе тĕл пулу

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2020 11:27 Просмотров: 204

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕçлеме пуçăннăранпа майăн 7-мĕшĕнче 100 кун çитнĕ. Майăн 20-мĕшĕнче иртнĕ онлайн-пресс-конференцие шăпах ăна халалланă. Олег Алексеевич журналистсемпе куçа-куçăн тĕл пулма палăртнăччĕ, анчах коронавирус пандемийĕ çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаевăн пресс-секретарĕ Александр Кузин палăртнă тăрăх, халĕччен массăллă информаци хатĕрĕнче тăрăшакансемпе видео-çыхăну урлă калаçни пулман.

Икĕ сехете яхăн тăсăлнă пресс-конференцие федераци, республика, район шайĕнчи 40-е яхăн журналист хутшăнчĕ, çыхăнăва тухакансем халăха кăсăклантаракан, пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев 30 ыйтăва тĕплĕн те тулли, уççăн хуравлама тăрăшрĕ.

Олег Алексеевич пресс-конференци пуçлансанах 100 кунта тунă ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Вăл республика Правительствин структуринче улшăнусем кĕртнине, кадрсем хатĕрлеме конкурссем йĕркеленине, региона аталантармалли документсене, программăсене çивĕчлетнине каларĕ. Унтан журналистсем черетпе ыйтусем пама пикенчĕç.

Патшалăх телерадиокомпанинче вăй хуракансене коронавирус вăхăтĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнеса çăмăлах килменни, çавна май вĕсене пулăшу кирли пирки сăмах пуçарчĕç. Олег Алексеевич ыйтăва хуравланă май бизнеса хальхи вăхăтра чăнах та çăмăл маррине, федераци шайĕнче тимлĕх уйăрнине _ налук тỹлессипе, çăмăллатнă кредитпа тивĕçтерессипе... - каларĕ.

Ют çĕршывсем Раççее хирĕçле санкцисем йышăнни хамăр çĕршыври предприятисене аталанма майсем туса пачĕ. Коронавирус чирĕ мĕнлерех уроксем парать-ха? Шăпах çак ыйтупа Муркашсем ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан О. Николаев патне тухрĕç. Олег Алексеевич Чăваш Енре халĕччен медицина маски, халатсемпе бахилăсем çĕлеменнине, шăпах пандеми вăхăтĕнче предприятисем тивĕçлĕ йышăнусем туса халăх сывлăхĕшĕн кирлĕ таварсене кăларма пуçăннине каларĕ. Паяна республикăри 53 предприяти индивидуаллă хỹтĕлев хатĕрĕсене çĕлет. "Яхтинг" пĕрлешỹ маскăсемпе тивĕçтерме пултарать. "Химпром" пĕрлешỹ унччен антисептик тумалли тĕп хатĕре çеç тунă пулсан халĕ антисептик евĕрлĕ япаласем, дезинфекци тумаллисем кăларать.

Пресс-конференцинче ял хуçалăх теминчен те пăрăнса иртмерĕç. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ял хуçалăхне те тимлĕх çителĕклĕ уйăрма тăрăшать. Кăçал ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене паракан пулăшусем пысăкланнă. Çавăн пекех ялта пурăнакансене, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене валли "Ял ипотеки" программа ĕçлесе кайрĕ. Чылай регионта ипотекăна виçĕ процентпа параççĕ пулсан, пирĕн республикăра ăна тата пĕчĕкрех ставкăпа та илме май пур.

Патăрьел районĕнче пурăнакансен ĕçме пахалăхлă шыв çук, ку ыйтăва Шăмăршă управĕнчен килмелли шыв татмаллаччĕ. Шел пулин те, управа туса пĕтернĕ хыççăн ĕç чарăнса ларчĕ. Районти "Авангард" хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем шăпах Шăмăршăри шыв управĕн шăпипе кăсăкланчĕç. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев ку ыйтупа яланах интересленнине, ăна тĕрĕслевре тытнине пĕлтерчĕ. Объекта Раççей тата республика хыснинчен сахал мар укçа хывнă. Управа тата ялсене шыв илсе пыракан сетьсен пĕр пайне туса пĕтернĕ, анчах ĕçлемелли тата нумай-ха. Олег Алексеевич республикăри çут çанталăк, экологи тата строительство, архитектурăпа коммуналлă хуçалăх министрĕсем Шăмăршăри шыв управне çитсе килсе унти лару-тăрупа паллашнине, малалла ĕçлеме проектпа смета документацийĕ хатĕрлеме пуçăннине каларĕ. Объекта вĕçлесси, çынсене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, усă курнăшăн тỹлемелли хака халăх йышăнмалла тăвасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕ.

Видео-çыхăну-конференцинче Хĕрлĕ Чутайра Республика кунне уявласси, коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче аслă çултисене пулăшнă волонтерсене хавхалантарасси, коррупци тата ытти ыйтусене те хускатрĕç.

О. ПАВЛОВА

Газета

Архив материалов

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика