Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2020 11:35 Просмотров: 116

Майăн 21-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 98 процент е 12795 гектар акнă. Хальхи вăхăта тулă - 5590 гектар, урпа - 5850, сĕлĕ - 1020, пăрçа йышши культурăсем 335 гектар йышăнаççĕ.

Çĕр улми 510 гектар е палăртнă лаптăкăн 41 процентĕнче лартнă.

Выльăх апачĕ хатĕрлеме куккурус 200 гектар никĕсе хывнă.

"Колос" агрофирмăра хĕвел çаврăнăш вăрлăхне 200 гектар акнă.

"Исток" агрофирмăра сахăр кăшманĕ 150 гектар йышăнать, ăна çум курăкран тата чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хими препарачĕсем сапнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсенче ку ĕçе пуçăннă.Ĕнерхи куна 1850 гектарта пурнăçланă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31