Вăрçă ахрăмĕ никама та айккинче хăвармарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2020 11:39 Просмотров: 297

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитрĕ. Сумлă та чаплă уяв кунĕ иртсе кайрĕ пулин те, кашни çемьене кĕрсе тухнă вăрçă синкерлĕхĕпе хуйхи-суйхи лăпланмасть. Паянхи çамрăксене каласа памалли ырă пулăмсем вăрçă тата ĕç паттăрĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те чылай. Акă, эпĕ çуралса ỹснĕ Упамсара та Купцов Степан çемйинчен тăватă ывăлĕ - Алексей, Александр, Анисим, Петр - Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă. Çак ялтан çеç 106ăн алла пăшал тытса тăшманпа çапăçнă, 74-шĕ тăван яла каялла таврăнайман. Тури Тăрмăшри Феврония Андреевнăпа Андрей Тарасович Кудрявцевсен çемйинчен те ывăл-хĕрĕпе кĕрỹшĕсене шутласан 10ăн вăрçа хутшăннă. Ун пек çемьесем районта питĕ нумай.

Вăрçă ачи пулнă май, эпĕ çав синкерлĕхĕн саманчĕсене лайăх ас тăватăп. Яла фронтран икĕ костыльпе, хăрах алăпа, патак çине таянса е аран-аран утакан салтаксем таврăнни паян кун та куç умĕнче.

Тăван çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ вăрçă çулĕсем хыçран хыçа юлса пыраççĕ. Çавăнпа та малашне хаçатра хамăр районти паттăр салтаксемпе пĕрлех харсăр комсомолецсем, вăл вăхăтри çамрăксем пирки те ытларах вулас килет. Вăхăтĕнче эпир "Полк ывăлĕ", "Ылтăн вăчăра", "Çамрăк гварди" кĕнекесене алăран яман. Юрăсене те пăлханмасăр, хумханмасăр итлеме çукчĕ. Аслă вăрçă ахрăмĕ никама та айккинче хăвармарĕ. Çавăнпа та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн районтан пуç хунă 6034 ентеш-салтак кашниех уйрăм ырă сăмаха тивĕçлĕ.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июнь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5