Юлашки шăнкăрава - онлайн мелĕпе

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2020 11:40 Просмотров: 118

Туçари вăтам шкулăн 9 класĕнчен вĕренсе тухакансемпе ачасен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртрĕ. Класс ертỹçи С. Юнусова çуллахи каникул вăхăтĕнче юхан шыв таврашĕнче, çулсем çинче хăрушсăрлăх техникине пăхăнмаллине аса илтерчĕ. Çавăн пекех Светлана Ивановна Интернет тетелĕнче кирлĕ-кирлĕ мар вăйăсене явăçмалла маррине каларĕ. Тĕрлĕ сайта информацисем лартассинчен пăрăнма сĕнчĕ. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче ытларах килте пулмаллине аса илтерчĕ.

Шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ П. Мулюков тăххăрмĕшсемшĕн вĕренỹ çулĕ майăн 23-мĕшĕнче вĕçленессине каларĕ. Аттестата ача мĕнле шайра вĕреннине кура лартнă паллăсен пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал патшалăх экзаменĕсене тытмасăрах параççĕ. Юлашки шăнкăрава вара онлайн мелĕпе ирттереççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31