Çитес вĕренỹ çулĕнчи çĕнĕлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2020 11:42 Просмотров: 115

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 2020-2021 çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен цифра тата гуманитари профильлĕ "Точка роста" центр ĕçлеме пуçлать. Çакă вĕренỹ пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе пысăк пулăшу кỹрĕ. Ку чухнехи информациллĕ технологисемпе, вĕренỹ оборудованийĕсемпе, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа, центрăн ытти рессурсĕсемпе туллин усă курма пулать.

Пурлăхпа техника базине пуянлатни "ОБЖ", "Информатика", "Технологи" предмечĕсене тĕплĕн алла илме май парать. Çавăн пекех медиаăсталăха ỹстерме пулать. Хушма пĕлỹ илни уроксем хыççăнхи вăхăта усăллă ирттерме пулăшать, проект ĕçĕсене явăçма çул уçăлать.

"Вĕрентỹ", "Ку чухнехи шкул" регион наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн "Точка роста" центр уçма хатĕрленнĕ май сметăпа тата планпа килĕшỹллĕн кабинетсенче юсав ĕçĕсене пуçланă. Ĕç мĕнле пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов интересленнĕ. Кирлĕ техникăпа сĕтел-пукан туянасси те умра тăрать.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31