Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2020 09:54 Просмотров: 78

Çĕнĕлĕхпе паллашнă

Ăна выльăх фермин ĕç-хĕлĕпе «Атлашевский» ял хуçалăх кооперативĕ» общество директорĕ Сергей Анучин паллаштарнё. Кунта ĕне-выльăх — 4,1 пин ытла, çав шутра сăваканни 1061 пуç. Мăйракаллă шултра выльăхăн кун пек пысăк кĕтĕвĕ республикăра тек çук. Ăна çуллен пысăклатса пыраççĕ. Çак тĕллевпе пĕлтĕр 1200 пуç вырнаçтармалли икĕ ферма хута янă, кăçалхи юпа уйăхĕнче виççĕмĕшне тата сăвăм залне ĕçе кĕртесшĕн.

Çак фермăсене хăпартма янă укçан пĕр пайне саплаштарма федераци бюджетĕнчен субсиди уйăрнă.

 Олег Николаев предприяти ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланё, эмбрионсене трансплантацилесе пысăк продуктивлă ĕне- выльăха çитĕнтермелли меслете республикăра сарасси çинчен шухăшламаллах тенĕ.

Чăваш Енре Ашшĕн кунĕ пулать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Ашшĕн кунне çирĕплетнĕ.

Республикăра малашне кашни çулах октябрĕн юлашки вырсарникунĕнче ашшĕн кунне паллă тума тытăнĕç.

Олег Николаев çакă çемье институтне çирĕплетме тата çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче ашшĕн рольне ỹстерме кирлине палăртнă.

Пӗчӗк бизнеса кризисран ҫӑлнӑ та ҫурма финала тухнӑ

Чӑваш Ен команди Стратегипе бизнес управленийӗн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge чемпионачӗн ҫурма финалне тухнӑ. Ҫак ӑмӑртӑва Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви тата РАНХиГС ирттереҫҫӗ.

"Мой бизнес" центрсен ертӳҫисенчен тата унта хутшӑнакансенчен, предпринимательсенчен тӑракан 97 командӑран 23-шӗ ҫурма финала тухма тивӗҫнӗ. Ҫав шутра  - Чӑваш Енри "Новое время -  Чувашия" команда та.

Сӑмах май, Стратегипе бизнес управленийӗн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge чемпионатне 1980 ҫулта Португалире никӗсленӗ. Раҫҫейре ӑна 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

«Чӑвашкино»  «Фотообъективри Чӑваш Ен» проектпа паллаштарать

Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци архивӗ "Фотообъективри Чӑваш Ен" проектпа паллаштараҫҫӗ. Вӑл электрон кӑларӑмсенчен тӑрать.

Проект сӗнекен материалсем Чӑваш Ен историйӗпе кӑсӑкланакансемшӗн тата тӑван ен патриочӗсемшӗн усӑллӑ. Фото тата видеоӗҫсемпе паллашсан тӑван тавралӑх илемне тата ытларах асӑрхама, чӑваш культурипе ҫине тӑрса кӑсӑкланма тытӑнатӑн.

Ҫавӑн пекех "Чӑвашкино" патшалӑх киностудийӗ "Чӑваш автономийӗ: шырав, тӗрекленӳ, аталану" электрон куравпа паллашма сӗнет. Унта Чӑваш Республики йӗркеленӗвӗн историйӗпе ҫыхӑннӑ документсене (1918 ҫултан пуҫласа) курма пулать. Ҫав хутсенче Чӑваш Енӗн экономика, культура, социаллӑ аталанӑвӗн тӗп тапхӑрӗсем ҫинчен каланӑ.

Унсӑр пуҫне уйрӑм ҫынсен архивра упранакан фончӗпе те паллашма пулать.

Тӑван ен историйӗ ҫинчен пӗлнине пуянлатас тесен ҫак курава ҫеҫ ҫитсе курмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2