Такăр çул сире, такăр çул, выпускниксем!

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2020, 10:23 Просмотров: 329

Районти шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Выпускниксемпе вĕрентекенсене çак ятпа район пуçлăхĕ М. Петров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов саламланă. Вĕсем ачасене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, палăртнă тĕллевсем патне çирĕппĕн утма суннă. Вĕрентекенсене хăйсен профессине чунтан парăнса ĕçленĕшĕн, вĕренекенсене тарăн пĕлỹ пама тăрăшнăшăн, ашшĕ-амăшне ачисемпе юнашар пулнăшăн, шкулпа тачă çыхăну тытнăшăн тав тунă.

 Кăçал районти шкулсенчен 11 класран - 203, 9-мĕшĕнчен 371 ача вĕренсе тухаççĕ. Вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Ăна онлайн мелĕпе ирттерчĕç. Первомайскинчи вăтам шкулпа сывпуллашакансене малтанах шкул директорĕ В. Чернышев саламларĕ. Вячеслав Софронович пурнăç çулĕ çине тухакансене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытса малалла вĕренме кайма ăнăçу сунчĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Федоров, шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Е. Степанова, вун пĕрмĕшсен пуçламăш класри вĕрентекенĕ Е. Кондратьева, класс ертỹçи И. Лепешкина выпускниксене саламланă май илнĕ пĕлỹпе малашлăхра туллин усă курма, лайăх юлташсем тупма сĕнчĕç, аслисен шанăçне тỹрре кăларма ыйтрĕç.

Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсене пĕрремĕш класра вĕренекенсем саламларĕç. Шкулпа сыв- пуллашакансем те парăмра юлмарĕç. Хăйсене вĕрентнĕ учительсене чĕререн тав турĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика