Талисман - сериал тĕп сăнарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2020, 10:29 Просмотров: 280

 Интернет-сериалăн пĕрремĕш сыпăкне кăтартма пуçларĕç. Халăх çыравĕн Раççей çыннисене кăмăла кайнă талисманĕ унта тĕп сăнар. ВиПиН чĕпĕ, тен, малашне тĕнчери кинофестивальсен Хĕрлĕ пусмисем тăрăх утĕ е тата чи лайăх вĕçенкайăк сăнарĕшĕн "Оскар" премие тивĕçĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн талисманне палăртакан конкурсра кăçал çуркунне çĕнтернĕ лара - тăра пĕлмен ВиПиН вĕçенкайăк чĕппи мультсериалăн тĕп сăнарĕ пулса тăнă. Ăна Интернетра кăтартма тытăннă. "ВиПиН мыскарисем" илĕртỹллĕ фильм çитес çырав пирки çынсене кăсăклантарать.

Социаллă тытăмсенче анлă сарăлнă ВиПиН вĕçен кайăк чĕппин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ уçăлса пырать. "Конкурс тапхăрĕнче ВиПиН çирĕп кастинг витĕр тухрĕ. Вăйлă конкурентсене хыçа хăварчĕ. Вăл йăрă, савăнăçлă, статистикăна, çырава питĕ юратать. Çамрăк пулин те сăнара питĕ лайăх уçса парать. Эпир кунашкал актерпа килĕштерсех ĕçлетпĕр", - палăртнă сериал ỹкерекенсем.

Çырав пĕлтерĕшне халăхра сарас тĕлĕшпе çакнашкал сериал ỹкерсе кăтартни Раççей историйĕнче ку таранччен пулман. "Тем тепĕр сỹпĕлтетнине ан итлĕр - халăх çыравĕ, хардкор кăна", - чĕвĕлтететет ВиПиН.

"ВиПиН мыскарисем" сериалăн пĕрремĕш кăларăмĕ çĕршывăн хальхи тапхăрти лару-тăрăвĕпе тачă çыхăннă. "Самоизоляция" ятпа тухнă вăл. Мини-сериал пилĕк серирен тăрать. Вĕсене Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн www.strana2020.ru сайтĕнче тата çыравăн социаллă тытăмĕсенчи официаллă страницисенче пăхма пулать. Çĕнĕ серисем тухнă майăн куракансем "ВиПиН уçлăхĕн" нумай сăнарĕсемпе паллашĕç: тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, кỹршисемпе. Халăх çыравĕ вăхăтĕнче тĕл пулакан самантсене выляса кăтартаççĕ вĕсем, çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернин пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрне 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен ирттерме палăртнăччĕ. Çĕршывра эпидемиологи тĕлĕшĕнчен лару-тăру улшăннине пула Раççей статистики ăна килес çула куçарма сĕннĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ цифра технологийĕсемпе анлăн усă курса иртмелле. Тĕп çĕнĕлĕх - Раççейре пурăнакан кашни çын хăйĕн çинчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче электронлă çырав листисене тултарма пултарать. Килсене тухса çỹрекенсем ятарлă программăллă планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центрсенче çырава хутшăнма май пулĕ.

 "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ -2020" Медиаофис.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика