Марафона Патăрьелсем те хутшăнма хатĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2020, 11:36 Просмотров: 152

ХАЛЬХИ вăхăтра онлайн мелĕпе тĕрлĕрен мероприяти, конкурс, викторина тата ытти те ирттересси йăлана кĕрсе пырать темелле. Акă, майăн 26-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа çак меслетпех республикăра "Чаплăлан, Чăваш Ен!" ("Славься, Чувашия!") марафон старт илчĕ. Ăна пуçлаканĕ - республика кунĕн кăçалхи хуçи - Хĕрлĕ Чутай районĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче уява тĕп хуламăрта - Шупашкарта - пĕтĕмлетĕç.

Марафонта кашни кунах районсем хăйсен аталанăвне, çитĕнĕвне хаклакан видеороликсем кăтартĕç, районăн гимнĕ те онлайн мелĕпех мăнаçлăн янăрĕ. Социаллă сетьрех районсен официаллă символикипе те паллашма май пулĕ. Пысăк уяв умĕнхи марафона Юхмапа Пăла тăрăхĕ те хутшăнма, хамăр енчи юрă- ташăпа куракансене савăнтарма хатĕр. Пĕр ĕмĕр тапхăрĕ Патăрьелсемшĕн те чылай паллă пулăмпа çырăнса юлнă. Çавăнпа эсир те кашни кунах Интернет тетелĕнчи марафона сăнама манса ан кайăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика