Канализацие çĕтĕк-çатăкпа тултармалла мар!

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2020, 11:36 Просмотров: 219

 ПАЯН район центрĕнчи патшалăх çуртĕнче пурăнакансем пурте тенĕ пекех коммуналлă çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Хулари пекех шыв çурта пăрăхпа кĕрет, канализаци çулĕпе юхса тухса каять. Анчах çакна та палăртса хăвармалла - тепĕр чухне çынсен явапсăрлăхне пула каяш шыв çулĕ тулса ларать. Ăна вара ятарлă службăсен тасатма тивет. Хăшĕ-пĕри канализацие килти çĕтĕк-çурăка, ача-пăча колготкине, çатăрка пакетсене тата ыттине те чăмтараççĕ, çавна май пăрăхпа юхса тухакан çула хуплаççĕ, вăл ирĕксĕрех тулса ларать. Çапла вара уйрăм граждансен явапсăрлăхĕ ыттисене те сиен кỹме, усал шăрш сарма пулăшать. Ун пек ан пултăр тесен коммуналлă çăмăллăхпа усă куракансен пĕтĕмĕшле йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика