Çемьепе пахчара тăрмашаççĕ, Турра та кĕл тăваççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2020, 11:40 Просмотров: 277

Çемьепе пахчара тăрмашаççĕ, Турра та кĕл тăваççĕ

УШКĂНПА тата килĕштерсе пурнăçланă ĕçĕн "çимĕçĕ" тутлă та сĕтеклĕ иккенне Алманчăра пурăнакан Николай Лукиянов çемйи питĕ лайăх ăнланать. Вĕсен тĕп савăнăçĕ - хăйсен телейне пĕрлехи ĕçре туни. Çак сăлтавпах нумай ачаллă çемье килти хушма хуçалăхри парникре çулсерен хăяр, помидор питĕ ăста çитĕнтерсе илеççĕ. Ытлашшине, паллах, алхапăлах çынсене сĕнеççĕ. Çемье пуçлăхĕ Николай Василевич çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи сезона вĕсем майăн 1-мĕшĕнче пуçланă, хăярăн малтанхи ушкăнне ещĕксем çине пуçтарнă. Ăнса пулнă пахча çимĕç куçа та илĕртет, савăнтарать те. Пĕлекен-паллакан хăяр-помидора килнех пырса илет. Кăçал çĕр çырли те нихçанхинчен ăнса пулнине пĕлтерчĕ кил хуçи. Çывăх вăхăтра вĕсем унăн плантацине çырла пуçтарма тухĕç.

Хăйне евĕр ĕçчен те пултаруллă çемье мĕн пур ĕçе Турă пиллĕхĕпе пурнăçлать. Ачисемпе (тăватă ача) кĕлĕ çуртне çỹресси, тĕн уявĕсен ячĕпе типĕ тытасси, ыркăмăллăхпа чиркỹсене пулăшасси те Лукияновсен ырă йăлара.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика