Çут çанталăк илемĕ - ỹкерчĕксенче

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2020, 14:02 Просмотров: 524

Тахçантанпах кĕтнĕ çуллахи каникул çитрĕ. Ирĕклĕн выляма, велосипедпа ярăнма, кĕнеке вулама пулать. Пушă вăхăта мĕнле йĕркелес тетĕн çапла ирттерме аван.

 Каникул пуçланас умĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем С. Попова вĕрентекен ертсе пынипе ỹкерчĕксен "Çу тĕсĕсем" виртуаллă куравне йĕркелерĕç. Ăна ачасем çут çанталăк илемне мĕнле куçпа курнине палăртас тĕллевпе ирттерчĕç.

 Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне май илĕртỹллĕ. Çавăнпа кăранташпа, сăрăпа, фломастерпа ăсталанă ỹкерчĕксенче ачасем юхан шыв хĕрринче çемьепе каннине, ушкăнпа кăмпара, çырлара çỹренине, тĕрлĕ вăйă вылянине сăнарланă. Тинĕс хĕррине çитсе килес ĕмĕтлисем те пур. Кану кунĕсене кашнийĕ интереслĕ ирттерме тăрăшĕ. Çакнашкал куравсене те хутшăнма кăмăл пур ачасен.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика