Аслати хăратать

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2020 14:00 Просмотров: 235

Çуллахи шăрăх çанталăкра аслатиллĕ çумăр тăтăшах çăвать. Унта та, кунта та, уйрăмах ялсенче аçа çапнă тĕслĕх тĕл пулкалать. Çак инкек ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха?

Уçă вырăнта уйрăм ỹсекен йывăç е тимĕр хуралтă айне тăма юрамасть. Вĕсенчен айккинерех кайма тăрăшмалла. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыва кĕме те хушмаççĕ.

Велосипедпа пынă чухне те икĕ урапаллă транспортран анмалла. Унсăрăн çын тикĕс вырăнта чи çỹллĕ япала вырăнĕнче пулса çиçĕме туртса илеет. Автомашинăпа пынă чухне салонран тухмалла мар. Транспорт çиçĕмрен хỹтĕлет. Телевизора, электричествăпа ĕçлекен ытти техникăна розеткăран кăлармалла. Унсăрăн çиçĕм электричество линийĕпе çак япаласене лекме пултарать.

Алăксемпе чỹречесене аслати вăхăтĕнче хупмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2