Пăшала авăрлани сая каймĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2020 14:01 Просмотров: 739

КОРОНАВИРУС инфекцийĕ çĕршывра сарăлни вăхăтлăха сунарçăсене те пăшалĕсене каялла чиксе хума хистерĕ. Чăваш Енри сунарçăсем, вăл шутра пирĕн районтисем те, ухатана каймалли ирĕке тỹлесе илнĕ пулин те, вирус алхаснă вăхăтра ыттисем пекех ниçта тухмасăр килтех ларма тиврĕ.

Чăваш Ен Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен вара малашне сунарçăсен тăкакне саплаштарма пулнине пĕлтереççĕ. Вĕсем патшалăх пошлини тỹлесе тăкакланнине каярахпа усă курма пултараççĕ. Урăхла каласан, кĕркуннехи е хĕллехи сунар тапхăрĕнче патшалăх пошлинишĕн тỹлемĕç. Кун пирки Республика Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та каланă. Çавăнпа та ухатана çỹреме кăмăллакансен малашлăх ĕмĕчĕ пурнăçланĕ. Вирус тапхăрне ыттисемпе пĕрлех чăтăмлăн ирттерсе яма çеç тивĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2