Аçтăрхан мăйăрĕ евĕр пăр çуса хăратрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2020, 14:02 Просмотров: 377

МАЙĂН 31-мĕшĕнче каçкỹлĕм Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуркуннепе çу уйăхĕсем "помост" çине тухрĕç тейĕн. Кунĕпе сар хĕвел хăйĕн ăшшипе килентернĕ хыççăн çанталăк тăруках тĕксĕмленсе килчĕ, тавралăха хура пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç, çил алхасма пикенчĕ... Çав вăхăтрах питĕ кĕске тапхăрта – 3-4 минутра - çỹлтен аçтăрхан мăйăрĕ евĕр пăр шăпăртаттарса антарчĕ. Юрать-ха вăл вăрах вăхăт çуса хур кăтартмарĕ, унсăрăн акнă-лартнă культурăсене те, çурт тăррисене, автомашинăсене тата ыттисене те пысăк сиен кỹме пултаратчĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, районта çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă пысăк тăкак е сиен пулман. Мухтав Турра теме сăлтавĕ пысăк.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика