Конституцинче çĕнĕлĕхсем кирлех

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2020 17:11 Просмотров: 222

Лидия Михайлова (Филиппова), республикăри профессиллĕ писательсен Канашĕн председателĕ:

- Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулта йышăннă вăхăтра пурнăç условийĕсем урăхла пулнă ĕнтĕ. Халĕ XXI-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр. Çĕршывра пурăнакан халăхсем те паян урăххисем.

 Патшалăх ертỹçи вырăс чĕлхипе пĕрлешсе тăракан "çĕршыва йĕркелекен халăх" чĕнỹ пирки шутлама сĕнет. Çавна май Раççей Федерацийĕн Конституцине кашни халăхăн тăван чĕлхине сыхласа хăвармалли, ăна аталантармалли, вĕренмелли сĕнỹ панипе килĕшмелле.

Çак сĕнỹ çĕршыври халăхсене пĕрлештерĕ, вĕсене упраса хăварма тата аталантарма хушма хавхалану пулĕ. Çавăн чухне çеç эпир Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан халăхсем пĕр тан праваллă пулни çинчен калаçма пултарăпăр.

Петр Ефимов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ:

- Конституцине кĕртме сĕннĕ тỹрлетỹсен йышĕнче тискер чĕр чунсемпе выльăх-чĕрлĕхе сыхласси те пур. Çакă тăван тавралăха упрассипе, çамрăк ăрăва ырă чунлă ỹстерессипе, этемлĕхĕн пуласлăхĕпе тỹрреммĕнех çыхăннă. Чĕр чунсене юратма ачасене пĕчĕкренех хăнăхтармалла.

Пурнăçра кушак е йыт çурине кỹрентерекен ача ỹсерехпе аслисем çине те алă çĕклеме хăрамасть. Конституцири тỹрлетỹ шăпах çакăн пек усал пулăмсенчен сыхласа хăварма пулăшать.

Чĕр чунсене хỹтĕлессине Тĕп саккунра йышăнни пурсăмăра та ыранхи куна шанчăклă пăхма май парать.

Сергей Никитин, Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- РФ Конституцине улшăнусемпе хушăмсем сĕнни пурте патшалăха тĕреклетессипе, халăхăн пурнăçне ырă улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Вăхăт иртсе, самана улшăнса пынăçемĕн Тĕп саккунра та çĕнĕлĕх кирлех. Хальхи вăхăтра уйрăмах çемьесене, ачасене, ватăсене тата ыттисене те социаллă хỹтлĕх çителĕксĕр. Конституцире шăпах ун пирки те тимлĕх уйăрнă.

 Тĕп саккунра халăх культурине сыхлас пирки те каланă. Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăх хăйĕн йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине упрани, ламран-лама куçарни паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнисĕр малашлăх çук. Çакă уйрăмах çитĕнекен çамрăксене хăйĕн несĕлĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлме пулăшĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2