Вĕрентекен пулмах çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.06.2020 17:18 Просмотров: 235

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти С. Абейдуллова вĕрентекен те юлашки тапхăрта ĕçе дистанциллĕ майпа йĕркелесе пычĕ. Халиччен педагог шайĕнче хăй ку енĕпе тĕрлĕ конкурса хутшăнни самай пулăшу кỹрет ăна. Пурнăç теме те хăнăхтарать иккен.

Сембел Редифовна педагогикăра нумаях та мар. Çавах администраци шанăçне тỹрре кăларма пултарчĕ. Çамрăк малтан Ульяновскинчи социаллă педагогика колледжĕнче "Ют чĕлхе" специальноçпа вĕренчĕ. Кайран И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче лингвистикăна вĕренсе куçару ĕçне хăнăхнă.

Педагог кăçалхи вĕренỹ çулĕн-че 2-11 классенче вĕренекенсем патне урока кĕчĕ. Пĕрремĕш категориллĕ преподаватель. Хăйĕн предметне тĕплĕн пĕлет. Кашни ачапа уйрăмшарăн, ушкăнпа ĕçлессине тĕпе хурать. Çитĕнекен ăрăва ют чĕлхепе вулама, калаçма, çынпа хутшăнма, çыру çырма вĕрентет. Уроксене тĕрлĕ мелпе ирттерет. Умма лартнă тĕллевĕсене тивĕçлипех пурнăçлать.

Ачасен пĕлỹ никĕсĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшать С. Абейдуллова. Çакна тĕрĕслев ĕçĕсем те çирĕплетеççĕ. Маларах та мăшăрлă, видео, çул çỹрев, презентаци урокĕсем, класс тулашĕнчи ĕçсем йĕркелетчĕ. Акăлчан чĕлхи эрни кăсăклă иртет. Шкул тата район шайĕнче уçă уроксем йĕркелет. Наукăпа методика ĕçне явăçса професси конкурсĕсемпе конференцийĕсенче призлă вырăнсене йышăнать. 2016-2019 çулсенче район фестивалĕн "Ку чухнехи шкулти акăлчан чĕлхин лайăх урокĕсем" номинаци призерĕ пулчĕ. 2016 çулта - "Манăн чи лайăх урок" конкурсăн регионти тапхăрĕн финалисчĕ. "Чи лайăх класс ертỹçи-2017" муниципаллă тапхăр çĕнтерỹçи те вăл. "Акăлчан чĕлхинчи чи лайăх эссе" районти конкурс призерĕ тата ытти те.

Сембел Редифовна вĕренекенĕсем те шкул, район олимпиадисемпе конференцийĕсенче, республика шайĕнче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

 Педагог хăйĕн пĕлĕвне те ỹс- терсе пыма тăрăшать. 8 а классен ертỹçи те пулчĕ вăл. Коллектив туслă пултăр тесе тимлет.

 С. Абейдуллова ăсталăх конкурсĕсенче çеç мар, спорт ăмăртăвĕсемпе юрă-ташăра та хастар. Кашни енĕпе тивĕçлĕ грамоти пур. Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул çумĕнчи профильлĕ лагерьте ачасемпе юнашар пулать.

 Сембел Редифовнăна ахальтен мар ĕнтĕ коллектив Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендине илме тăратнă. Тивĕç те вăл çакна.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2