Ултавлă хỹтĕлев хăрушсăрлăха сирмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.06.2020, 10:33 Просмотров: 392

 ПУРНЕ те канăçсăрлантаракан коронавирус чирĕ малалла ан сарăлтăр тесе чăн малтанах кашни çыннăн санитарипе гигиена йĕркине, изоляци режимне, ятарлă дистанцие пăхăнмалли, маска тăхăнмалли пирки МИХ хатĕрĕсенче тăтăшах çыраççĕ, калаççĕ, кăтартса параççĕ. Суту-илỹ лавккисенче, парикмахерски салонĕсенче тата ыттисенче те çынсене йышăннă чухне алăсене çумалли дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курмалли те çирĕплетнĕ йĕркесен шутнех кĕрет. Вирус инфекцийĕ пĕр çынран теприне ан ертĕр тесен хăрушсăрлăх йĕркисене пурин те пăхăнмалла. Анчах та районта мобильлĕ ушкăнсем рейд вăхăтĕнче ултавлă хỹтĕлев хатĕрĕсемпе усă курнине те тупса палăртнă. Хăшĕ-пĕри дезинфекцилекен шĕвек вырăнне куллен усă куракан шыв тултарса хуни те тĕл пулнă. Ултавлă хỹтĕлевшĕн, паллах, йĕрке хуралçисем пуçран шăлмаççĕ. Тĕнче пĕр шухăшлă пулса амакпа кĕрешнĕ тапхăрта та усал шухăшлă çынсем тупăнни, паллах, шухăшлаттарать те, пăшăрхантарать те.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика