Чи лайăх "Пылак çимĕç çыххишĕн"-парне

Категория: Публикации Опубликовано: 05.06.2020, 10:34 Просмотров: 417

РАЙОНТИ централизациленĕ клуб системин ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен методисчĕ Диля Каштановăпа тата чечек çыххисен мастерĕ Рания Абубекерова йĕркеленипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пылак çимĕçрен чечек çыххи ăсталас тĕлĕшпе онлайн-конкурс иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалланă тупăшăва çамрăксем хастар хутшăннă, условипе килĕшỹллĕн пурте хăйсен ĕçне кăтартма видеоролик хатĕрленĕ. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра чылайăшĕ хăна-вĕрлене е çуралнă куна апат-çимĕçрен ăсталанă букетпа каясси йăлана кĕчĕ. Авторсем мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ-ши?

Асăннă конкурсра та Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Ксения Степановăпа Дария Иванова студентка хăйсен "шедеврĕсене" питĕ ăста кăтартса панă. Саккăрмĕш класра вĕренекен Ксения- "Пылак çимĕç çыххин" çĕнтерỹçи. Хĕрача хăй те комисси членĕсенчен çакăн пек парненех тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, пултаруллă та ăста чиперкке районти "Çăкăр" историпе этнографи музейĕ асăннă уяв ячĕпе дистанци мелĕпе йĕркеленĕ "Манăн телейлĕ ачалăх" ỹкерчĕксен конкурсĕнче те мала тухнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика