Район пурнăçне тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн - хисеплĕ ят

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2020, 09:50 Просмотров: 597

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче ĕç паттăрĕсене, район экономикине пысăк тỹпе хывакансене тивĕçлипе хакласси ырă йăлара. Вĕсенчен пĕри - районти депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн паракан "Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят. Паянхи куна тăван ен аталанăвĕшĕн тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса палăрнисен йышĕнче 17 çын. Çак кунсенче районăн хисеплĕ гражданинĕсен ушкăнне 40 çул агропромышленность комплексĕнче тĕрлĕрен должноçра тăрăшса халăх умĕнче ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ Минегали Ямалетдинович Хафизов та кĕчĕ. Ĕçтешĕсен ячĕпе ăна районти АПК канашĕн ертỹçин çумĕ Т. Шакуров пысăк чыса çĕнсе илнипе саламлать, малашне те район аталанăвне хăйĕн тỹпине хывма сывлăх, ăс-хакăл, ăнăçу сунать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика