Пĕрлехи вăйпа çул та сарăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2020, 09:52 Просмотров: 607

ЮЛАШКИ çулсенче районти ялсенче уйрăм хастарсен, старостăсен пуçарăвĕпе урамсене тикĕслесси, чул сарса тирпейлесси начар мар пулса пырать. Ку тĕлĕшпе кăçал Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Федор Çитта урамĕнче пурăнакансем те пĕрлехи вăйпа урамри шăтăк-путăка вак чулпа тикĕслесе йĕркене кĕртнĕ.

С. Петров, А. Смирнов, Г. Каллин, П. Цветков, Е. Цветков, А. Исаев тата ыттисем те кас илемĕшĕн тăрăшса пархатарлă ĕç тунă. Паян унта çăмăл автомашинăпа та çăмăллăнах кĕрсе çỹреме пулать. Пĕрлехи вăйпа тунă çул ватти-вĕттине те савăнтарать. Çак ялти Дружба урамри çула вара П. Каллинпа В. Цветков тăрăшса тикĕслесе хунă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика