Сакăр çынна çитнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2020, 10:02 Просмотров: 633

Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнакансен йышĕ ӱссех пырать. Ҫак кунсенче тата тепӗр тăватă çын ЧР Тӗп суйлав комиссине документсем тăратнă. Ҫапла вара республика ертӱçи пулас ĕмĕтлисен шучĕ саккăра çитнĕ. Июлĕн 2-мĕшĕ тĕлне ЧР Тĕп суйлав комиссийĕнче çаксем регистрациленнĕ: Чӑваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, хальлĕхе ниçта та ĕçлемен Юрий Шакеев,  «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ Сергей Матвеев, «Раҫҫейри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийĕ» партин республикăри уйрăмĕн ертӱçи  Николай Степанов, Николай Коклейкин адвокат, Андрей Ильдеменов предприниматель, «Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ» парти пайташĕ Александр Андреев, Раҫҫейри либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов.

А. Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика