Пуçаруллă тата пултаруллă çынсем пуртан Юхмапа Пăлă тăрăхĕ аталанать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2020, 10:04 Просмотров: 628

Районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков пулчĕç. Ĕçлĕ çул çỹревре район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Пикшик, Тăрăн тата Туçа ял тăрăхĕсенчи строительство объекчĕсене тата выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕре çитсе курчĕç.

Пикшик ял тăрăхĕнче хальхи вăхăтра икĕ çухрăм тăршшĕ çула çĕнетеççĕ, асфальт сараççĕ. Ăна "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн юсаççĕ. Çавăн пекех çак ял тăрăх территорийĕнчех "Молочные зори" кооператив талăкра 100 тонна сĕт тирпейлекен объекта хута яма палăртать. Вăл ĕçлеме пуçăнсан районта тĕп ыйтусенчен пĕри - сĕте ăçта вырнаçтарасси - татăлать.

 Тăрăн ял тăрăхĕнче "Исток" çĕр ĕç фирми директорĕ Александр Илюткин хăнасене выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнлерех пынипе паллаштарчĕ. Сăмах май, хуçалăхра апата зоотехник сĕнĕвĕсене шута хурса янтăлаççĕ. Сĕт пахалăхĕ выльăх мĕн çининчен нумай килнине тĕпе хураççĕ.

Çĕр ĕç фирми самана таппипе тан утать: çĕнĕ технологисемпе усă курать, хăватлă техника туянать. Хуçалăх ертỹçи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен кăçал туяннă вăрлăхĕсемпе акнă хирĕсене те кăтартрĕ.

Туçа ял тăрăхĕ вăрлăх сухан туса илессипе яланах палăрса тăнă. С. Артамонов, О. Мешков тата Р. Селиванов Анат Туçари Кузнецовсем ертсе пыракан "Лук-Агро" кооператива çитсе курчĕç, вĕсен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç.

Шăнкăртамра та пуçаруллă та ĕçлĕхлĕ çамрăксем пурăнаççĕ. Çуллен тенĕ пек кунта выльăх пусмалли тата аш-какая тирпейлекен цехсем, витесем хута каяççĕ. Земдиханов фермер хуçалăхĕ те лашасем усрама хуралтă тăвас тĕллев лартнă.

Ĕçлĕ çул çỹревпе район тăрăх çỹренĕ май Сергей Артамоновпа Олег Мешков Патăрьелсемпе мăнаçланмалăх пуррине палăртрĕç. "Çакăн пекех ĕçлĕхлĕ çынсем пуррипе ял тытăнса тăрать тата аталанать, патшалăх вара пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăй илме, вăл шутра ял хуçалăх енĕпе тата пурăнмалли условисене хăтлăлатма сĕнекен пуçарусене реализацилеме май пур таран пулăшать", - терĕç вĕсем.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика