Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2020 10:10 Просмотров: 508

Поэт-юрăç, публицист, куçаруçă, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Музыка пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ, республикăри А. Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Станислав Петрович Ильин çуралнăранпа июлĕн 3-мĕшĕнче (03.06.1950) 70 çул çитрĕ.

 С. Ильин Сăкăтра çуралнă. Вăл И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Ялти клубра заведующинче, учительте, Чăваш радиовĕн музыка передачисен редакторĕнче, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн информаципе аналитика пайĕн заведующинче ĕçленĕ. 1990-2000 çулсенче - Чăваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийĕн яваплă секретарĕ, 2000 çултан пуçласа - "Клуб тата халăх пултарулăхĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ. Хальхи вăхăтра ентеш Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕн проектпа программа управлени директорĕн çумĕ. Чылай хаçатпа журналти публикацисен авторĕ. Поэт-юрăç тата юрă тексчĕсен куçаруçи пек ытларах палăрнă.

Тĕп изданийĕсем: "Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕ", "Акатуйра", "Ут хăни" тата ытти те.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6