Питрав типпи вĕçленет

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2020 11:21 Просмотров: 509

ÇЫВХАРСА килекен шăматкун православи тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансемшĕн Питрав типпи вĕçленет. Июлĕн 12-мĕшĕнче Иисус Христосăн 12 вĕренекенĕсенчен чи хастаррисене - Петрпа Павел апостолсене - асăнмалли кун. Çак кунхине çемьешĕн ырлăх тата пурлăх ыйтаççĕ, вĕсемшĕн кĕл тăваççĕ, уява хатĕрленсе çурт-йĕре тасатаççĕ, тутлă çимĕç хатĕрлеççĕ. Вăл шутра сĕтел çинче çырла та пулмалла.

Çакна та палăртса хăвармалла. Петр апостол пулă тытса пурăнни паллă. Тен, çавăнпах-тăр çак кунхинех пулăçсем те хăйсен кунне паллă тăваççĕ. Питрав кунхинех тепĕр праçник те пур - Раççей почта кунĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6