Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2020 11:24 Просмотров: 479

Районта нумай çул ỹсекен курăксене 8350 гектар, пĕр çул çитĕнекеннисене 450 гектар çулнă.

Сенаж 14550 тонна е палăртнин 68 процентне хатĕрленĕ. Ку ĕç "Исток", "Красное Знамя", "Труд" хуçалăхсенче тата Р. Санзяпов, С. Халитова фермер хуçалăхĕсенче малалла пырать.

Утă 9210 тонна янтăланă.

 "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсенче кĕрхисене валли çĕр хатĕрлеме пикеннĕ. Ĕнерхи куна 250 гектарта пурнăçланă.

Кăçал куккурус районĕпе 937 гектар акнă. Халь шăпах çум курăкран хими препарачĕ сапаççĕ. Июнĕн 6-мĕшĕ тĕлне 850 гектарта ĕçе вĕçленĕ.

Çĕр улми йăранĕсене иккĕмĕш хут хăпартса тухнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6