ЧР Комплекслă программăна сỹтсе яврĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2020 11:28 Просмотров: 476

 Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхне аталантармалли комплекслă программăна сỹтсе явас тĕллевпе хăйĕн çумĕсемпе тата район администрацийĕн структура подразделенийĕсен начальникĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Канашлăва районти обществăлла канаш председателĕ Анатолий Самакин тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем те хутшăнчĕç.

Ĕçлĕ тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов районти строительство комплексне аталантармалли планпа паллаштарчĕ. Çак программăпа килĕшỹллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра, çул-йĕр хуçалăхĕнче, культурăпа сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентỹре, энергетикăра, туризма аталантарас, тирпей-илемпе ырă улшăнусем тăвас тата ытти ыйтусене татса памалла.

Çавăн пекех Патăрьелĕнчи централизациленĕ больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков сывлăх сыхлавĕн сферинче пурнăçлама палăртнă строительство тата юсав ĕçĕсемпе, хăтлăх кĕртмелли плансемпе те паллаштарчĕ.

 А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6