Аслисенчен юлмарĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2020 11:34 Просмотров: 504

 Тăван республика 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уяв пурне те çывăхлатать. Пĕр-пĕринпе курнăçтарать. Авалхи йăла-йĕркене аса илтерет. Тавралăха илемлĕх сĕмне кĕртет.

Паллă мероприятие аслисем кăмăлтан хутшăнчĕç. Çитĕнекен ăру та айккине юлмарĕ. Онлайн мелĕпе уяв акцийĕсемпе флешмоба Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн виççĕмĕш класĕнчен вĕренсе тухнăскерсем те хастар явăçрĕç. Ачасем Чăваш Республикин гимнне шăрантарчĕç. Гербпа ялав çинчен каласа пачĕç. К. Хитрова Марина Карягина поэтесса сăввине чăвашла, С. Конновăпа Д. Мясагутов Раиса Сарпипе Василий Давыдов-Анатри сăввисене вырăсла вуларĕç.

Кашнийĕ хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывĕпе мăнаçланнине палăртрĕ. Историе пĕлнипе савăнчĕ. Ентешĕмĕрсен пултарулăхне ырларĕ. Тăван район, республика çитĕнĕвĕсемпе хăпартланмалăх пурах.

О. ПЕРЕПЕЛКИНА, вĕрентекен

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6