Полицейские хирĕç тăнăшăн - уголовлă ĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.07.2020 11:35 Просмотров: 480

РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви органĕ Патăрьелĕнче пурăнакан (ялан пурăнмалли вырăнĕ çук) 41 çулхи арçын пирки пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçне çитернĕ. Ăна РФ УКăн 318 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн (власть представительне хирĕç тăни) айăплă тесе шутлаççĕ.

Следстви версийĕпе çак арçын 2020 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче пĕчĕк хулиганла ĕçшĕн РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмне çакланнă. Ỹсĕрскер, вăл полици сотрудникĕсемпе хăйне хаяр тытнă, полици сотрудникĕсем йĕркене пăхăнма ыйтнине шута илмен, пĕр сотрудника вара пуçĕпе янахĕ тĕлĕнчен тĕкнĕ. Çак уголовлă ĕçе район прокурорĕ айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ хыççăн Патăрьел район судне ярса панă.

Асăннă преступникăн "хура" ĕçĕсем татах та пур. Ун пирки 2005 - 2017 çулсенче сакăр хутчен уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл шутра полицейские хирĕç тăнăшăн (2017) та пур. 41-ти арçын 13 çулне тĕрмере ирттернĕ.

 Т. ПРЫГУНОВА, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6