Питрав- çу тỹпи

Категория: Публикации Опубликовано: 10.07.2020 11:12 Просмотров: 588

Ыран православи тĕнне ĕненекенсен пысăк уяв - Питрав. Çынсем Мăнкунри пекех кил-çурта çуса тасатнă, сăра вĕретнĕ. Иисус Христос вĕренекенĕсене тата Çăлавçăн ĕçне малалла тăснă Петрпа Павела асăнса (вĕсене шăпах июлĕн 12-мĕшĕнче асаплантарса вĕлернĕ), çавăн пекех Питрав типпи вĕçленнине палăртса аш-пăшран тата пулăран (Петр пулăçă пулнă) тулăх сĕтел хатĕрленĕ, кăмакаран какайпа çĕнĕ пахча çимĕçрен хатĕрленĕ кукăль пĕçерсе кăларнă, тăванĕсене уява йыхравланă.

Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм уява каçах кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Вĕсем çĕрĕпе те çывăрман. Кăвайт тавра карталанса юрланă, савăннă. Хĕрсем уйри чечексенчен кăшăл çыхса пуçа тăхăннă. Йышпа ташласа тухакан хĕвеле кĕтсе илнĕ. Ирхине хĕрсем виçĕ çăлкуç шывĕпе çăвăннă. Çапла майпа хăйсене çамрăкланнăн тата çĕнĕ сăн кĕнĕн туйнă. Качча кайса ĕлкĕрейменнисем хурăнпа юмăç пăхнă.

Питрава çу тỹпи тесе шутлаççĕ. Çак кунран çанталăк кĕр енне сулăнать.

Сăнавсем

Питравра çумăр çусан тыр-пул тухăçлă çитĕнет.

Петрпа Павел апостолсем куна кĕскетеççĕ.

Питрав хыççăн аслатиллĕ çумăрсем пуçланаççĕ.

Çак кун çанталăк темиçе хутчен улшăнма пултарать.

Бизнеса аталантармашкăн Павел апостола кĕлĕ тумалла, ырлăх-пурлăхшăн, сывлăхшăн - Петра.

Çак кун виçĕ çăлкуçра пит çусан сывлăх çирĕпленет имĕш.

Питравра ĕне мăйракине хĕрлĕ хăюпа çыхмалла. Вăл çулталăк чир-чĕртен упрать.

Питравра куккук авăтма пăрахать. Енчен те вăл уяв хыççăн авăтсан кĕр вăрăм килет.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6